Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Международным днем защиты детей
Хакл ă ентешсем! Сире Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли кун ячĕпе саламлатăп! Ачасем пире телей парнелеҫҫĕ, пурнăҫа пĕлтерĕш кӳреҫҫĕ. Шанăҫпа ĕмĕтсем, ҫутă пуласлăх кĕтни вĕсемпе ҫыхăннă. Патшалăх тата общество тĕллевĕ - ҫамрăк ăру кĕлетке тата кăмăл-сипет енĕпе сывă пултăр тесе тăрăшасси. Кашни ача тимлĕхе, ҫитĕннисем хăйне юратнине туйни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ача амăшĕпе ачалăха пулăшасси Чăваш Республикинче патшалăх политикин тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Ҫĕнĕ ача сачĕсен, шкулсен строительствине миллиард-миллиард тенкĕ хыватпăр... Читать дальше...