Пĕрлехи информаци кунĕсене пуçарнă
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн пайташĕсене, муниципалитет ертӳçисене паян ĕç пӳлĕмĕнче тытма май çук. Кăçал пĕрремĕш хут пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Вĕсене 2007-мĕш çултанпа Чăваш Енре йĕркелеме пуçланă. Кăшăллă вируса пула ăна вăхăтлăха чарса лартнă пулнă. Ырă çак йăлана малалла тăсаççĕ. Унăн çĕнĕлĕхĕсене пирĕн ĕçтеш Регина Кубайкина тишкерчĕ. Виçĕ çул – нумай та мар, сахал та мар. Шăпах кăшăл чир алхаснă тапхăрта республикăра пурăнакансене пĕрлехи информаци кунне пухма пăрахнă. Хальтен ăна çĕнĕ

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн пайташĕсене, муниципалитет ертӳçисене паян ĕç пӳлĕмĕнче тытма май çук. Кăçал пĕрремĕш хут пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Вĕсене 2007-мĕш çултанпа Чăваш Енре йĕркелеме пуçланă. Кăшăллă вируса пула ăна вăхăтлăха чарса лартнă пулнă. Ырă çак йăлана малалла тăсаççĕ. Унăн çĕнĕлĕхĕсене пирĕн ĕçтеш Регина Кубайкина тишкерчĕ.

Виçĕ çул – нумай та мар, сахал та мар. Шăпах кăшăл чир алхаснă тапхăрта республикăра пурăнакансене пĕрлехи информаци кунне пухма пăрахнă. Хальтен ăна çĕнĕрен пуçарнă. Тĕрлĕ ял, хула тăрăхĕнче пурăнакансем те, влаç тытăмĕнче вăй хуракансем те çак куна чăтăмсăр кĕтнĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Муркаш тăрăхĕнче пулчĕ. Хĕллехи вăхăтра çулсене тасатас ĕçе тĕрĕслерĕ. «Сывлăх» спорт комплексĕнче муниципаллă округра пурăнакансен ыйтăвĕсене хуравларĕ. – Кăçалтанпа çĕнĕлĕхсем те кĕртрĕмĕр. Çакăн пек тĕп темăсăр пуçне сӳтсе явнăсăр пуçне халăха хумхантаракан уйрăм прием ирттерсе ытти ыйтусене те хамăр ĕçе илетпĕр. Çакăн пек туни халăх патне çитнине ӳстерме май парать. Тепĕр çĕнĕлĕх. Регион ĕçне тимлекен центр кашни муниципалитета ала витĕр кăларса тишкерӳллĕ материал хатĕрлени. Çавăн пекех республикăри медиацентрсем те çак пулăма çутатассипе хастар ĕçленине палăртмалла.

ВАЛЕРИЯ ЕГОРОВА: «Шкул медиацентрĕсене çакăн пек яваплă мероприятисене чĕнни савăнтарать. Мĕншĕн тесен шкул ачисем ыйтусем сӳтсе явнине туяççĕ. Хăйсем пĕчĕк пулсан та хăйсен курăмне социаллă тетелсенче кăтартса параççĕ».

Пĕрлехи информаци кунĕнче коммуналлă хуçалăх, вĕрентӳ, çул-йĕр тата ытти тытăмри çитменлĕхе сӳтсе яврĕç. Çавăн пекех республика Пуçлăхĕ спортсменсемпе те тĕл пулчĕ. Регионсен хушшинче йĕркеленĕ бокс турнирĕ кăçалхипе 10-мĕш хут иртет. Муркаш муниципаллă округĕн ертӳçин Кубокне илессишĕн чи вăйлисем ăмăртрĕç. Пăлапа Юхма тăрăхĕнче ир-ирех халăх пухăннă. Республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов ертсе пыракан ушкăн пĕрлехи информаци кунне килессе чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Медицина пулăшăвĕпе пур енлĕн тивĕçтересси, «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн улшăнусем кĕртесси çинчен те каласа пачĕ Владимир Геннадьевич. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Шупашкар тăрăхĕнче Тутаркассине çитсе курчĕ. 200 çын пĕрлехи информаци кунĕнче йеркеленĕ тĕл пулура пулчĕ. Интернационалла тивĕçе пурнăçланă салтаксене халалланă митинга хутшăнчĕ. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем патне вара Чăваш Республикин финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕрлехи информаци кунне çитрĕ. Унта предприяти ертӳçисемпе пĕрле ял хуçалăхпа, финанс ыйтăвĕпе тата ытти енпе тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç. Элĕк муниципаллă тăрăхĕнче пурăнакансем вара республикăри ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова ял пуласлăхĕ, социаллă пулăшу, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин патшалăх канашне янă çырури тĕп тĕллевсем пирки тепĕр хутчен калаçнă. Чăваш Республикин строительство министрĕ пĕрлехи информаци кунне Çĕмĕрлере ирттерчĕ. Унта вăл тăлăхсене пурăнмалли çĕнĕ çурт-йĕре куçнă ятпа саламларĕ. Тата ытти çĕре те çитсе курчĕ. Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Осипов Улатăрта пулчĕ. Предприятисенче ĕçлекенсем, вĕрентӳ, медицина тата ытти тытăмра вăй хуракансем хайсене пăшăрхантаракан ыйтусен хуравĕсене тупма пултарнăшăн савăнчĕç.