«Эпĕ - хĕрарăм» конкурс çĕнтерӳçисем
«Эпĕ – хĕрарăм» конкурс республикăра çулсерен иртет. Вăл йышпа та, географи анлăшĕпе те пуянланса пырать. Иртнĕ çулсенчи çĕнтерӳçĕсемпе Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи Наталья Николаева тĕл пулчĕ. Çут çанталăкăн черчен пайĕ хальхи вăхăтра арçынсенчен кая мар бизнесра, ăслăлăхра, ертӳлĕхре ĕлкĕрсе пырать. Çав вăхăтрах ачи-пăчине çуратма, тĕпренчĕкне ăшăлăхпа юрату парнелеме те май тупать. Шăпах кил ăшшине тытса пыракансен ăнăçлă тĕслĕхĕпе, çитĕнĕвĕпе паллаштарма, ыттисене хавхалантарма «Эпĕ – хĕрарăм»

«Эпĕ – хĕрарăм» конкурс республикăра çулсерен иртет. Вăл йышпа та, географи анлăшĕпе те пуянланса пырать. Иртнĕ çулсенчи çĕнтерӳçĕсемпе Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи Наталья Николаева тĕл пулчĕ.

Çут çанталăкăн черчен пайĕ хальхи вăхăтра арçынсенчен кая мар бизнесра, ăслăлăхра, ертӳлĕхре ĕлкĕрсе пырать. Çав вăхăтрах ачи-пăчине çуратма, тĕпренчĕкне ăшăлăхпа юрату парнелеме те май тупать. Шăпах кил ăшшине тытса пыракансен ăнăçлă тĕслĕхĕпе, çитĕнĕвĕпе паллаштарма, ыттисене хавхалантарма «Эпĕ – хĕрарăм» конкурс иртет. Кăçалхипе 3-мĕш хут йĕркелеме палăртнă ăнă.

ЛЮДМИЛА ЕГОРОВА: "Ĕçчен хĕрарăмсем хăйсене кăтартма хăраççĕ. Çавăнпа та ман питĕ сĕнес килет, нумай-нумай хĕрарăмсем çак конкурса хутшăнччĕр. Хăйсене палăртчĕр. Ку питĕ лайăх конкурс, мана питĕ килĕшрĕ".

Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи Наталья Николаева иртнĕ çулсенчи çĕнтерӳçĕсемпе тĕл пулнă май вĕсен сăнĕсем телейпе йăл çиçнине палăртрĕ. Конкурс пире хамăр кăмăл-сипете пур енлĕн уçса пама, çĕнĕ туссем тумпа пулăшрĕ теççĕ. Ăмăртăва йĕркелекенсем тупăшу кăçал та çӳллĕ шайра иртессе шаннине пĕлтерчĕç.