Çутă сӳнет
Каллех çутă çук. Кану кунĕсенче Чăваш Енре пăрлă çумăр çуни ултă районти ялсене электроэнергисĕр хăварнă. Раштавăн 19-мĕшĕнчи икĕ сехет тĕлне çутă панă. Çапах та вăхăтăн-вăхăтăн вăл сӳнкеленĕ. Тунтикун кăнтăрла тĕлне ултă районти вун пĕр ял çутăсăр юлнă. Вĕсенче виçĕ пин çурă ытла çын пурăнать. Хальхинче Красноармейски, Патăрьел, Муркаш, Вăрмар, Шăмăршă, Йĕпреç районĕсем шар курчĕç. Ку тăрăхсенчи вунпĕр ялта электроэнерги пулман. Унта пин тăхăр çĕре яхăн çурт, çичĕ социаллă объект вырнаçнă. Çутă пралукĕсен
<p>Каллех çутă çук. Кану кунĕсенче Чăваш Енре пăрлă çумăр çуни ултă районти ялсене электроэнергисĕр хăварнă. Раштавăн 19-мĕшĕнчи икĕ сехет тĕлне çутă панă. Çапах та вăхăтăн-вăхăтăн вăл сӳнкеленĕ. Тунтикун кăнтăрла тĕлне ултă районти вун пĕр ял çутăсăр юлнă. Вĕсенче виçĕ пин çурă ытла çын пурăнать.</p>
<p>Хальхинче Красноармейски, Патăрьел, Муркаш, Вăрмар, Шăмăршă, Йĕпреç районĕсем шар курчĕç. Ку тăрăхсенчи вунпĕр ялта электроэнерги пулман. Унта пин тăхăр çĕре яхăн çурт, çичĕ социаллă объект вырнаçнă. Çутă пралукĕсене 8 ушкăн – 28 çын – сыпăнтарать. Ĕçсене пурнăçлама сакăр техникăна явăçтарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев асăннă районсенче инвестици программине мĕнле ĕçе кĕртнине тишкерме хушрĕ.</p>
<p>«Кашнинчех пĕр районсенчех энерги сӳнет. Унта асар-писер çанталăк ытларах пулнă тесе шутлама пулать. Çапах та электроэнерги объекчĕсемпе усă куракансем хăйсен тивĕçĕсене туллин ĕçе пурнăçламанни куç кĕрет», – палăртрĕ республика ертӳçи.</p>