Вырăс драма театрĕ - 100 çулта
Театрăн «ылтăн ĕмĕрĕ». Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче вырăс патшалăх драма театрĕ çĕр çул тултарчĕ. Шăп çав кун çĕр çул каялла Александр Островский пьесипе «Василиса Мелентьева» спектакль кăтартнă. Çĕр çул тултарнине халалласа театрта савăнăçлă уяв иртрĕ. Вырăс драма театрĕ – Чăваш Енре çĕр çултан каçнă иккĕмĕш театр. Унăн историйĕ – республика культура эткерлĕхĕ. Уява халăх йышлă пухăннă. Куракан çӳрет пулсан театр пурăнать-ха. Çулсерен вырăс драма театрне 75 000 ытла çын килет. Театра юратакансем уйрăмăх çĕнĕ
<p>Театрăн «ылтăн ĕмĕрĕ». Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче вырăс патшалăх драма театрĕ çĕр çул тултарчĕ. Шăп çав кун çĕр çул каялла Александр Островский пьесипе «Василиса Мелентьева» спектакль кăтартнă. Çĕр çул тултарнине халалласа театрта савăнăçлă уяв иртрĕ.</p>
<p>Вырăс драма театрĕ – Чăваш Енре çĕр çултан каçнă иккĕмĕш театр. Унăн историйĕ – республика культура эткерлĕхĕ. Уява халăх йышлă пухăннă. Куракан çӳрет пулсан театр пурăнать-ха. Çулсерен вырăс драма театрне 75 000 ытла çын килет. Театра юратакансем уйрăмăх çĕнĕ спектакльсене хавхаланса палăртаççĕ. «Пĕртăван Карамазовсем», «Чеховăн икĕ шӳчĕ», «Вилнĕ чунсем», «Мĕн пирки йĕреççĕ лашасем» тата ытти те. Спектакльсене курма шкул ачисем те чылай çӳреççĕ. Çакна тума «Пушкин картти» проект пулăшать. Иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа «Пушкин карттипе» 50 000 ытла билет туяннă.</p>
<p>Театра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та тăтăшах çӳрет. Республика ертӳçи пулса мар, театра юратса. Спектакльсем курма Олег Алексеевич ывăлĕпе каять. Савăнăçлă уявра тĕрлĕ тав хучĕпе чысларĕç. Юлия Дедина «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» ята тивĕçрĕ. Николай Горюнова вара «Чăваш халăх артисчĕ» ятпа хавхалантарчĕç.<strong> </strong></p>