Шкулсем ачасене кĕтсе илме хатĕр
Канаш районĕнче çĕнĕ вĕренӳ çулне кĕтсе илме хатĕр. 25 шкул автобусне терĕслев витĕр кăларнă. Вĕсем паян тесен паян çула тухма пултараççĕ. Вăрăмпуç шкулĕнче вара хушма пӳлĕм хăпартаççĕ. Ĕç планĕпе килĕшӳллен ăна юпа уйăхĕн пуçламашĕнче туса пĕтермелле. Кун пирки пире Канаш телевиденийĕ пĕлтерет.