Ентешсене пулăшма
Ятарлă çар операцинче хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе культура учрежденийĕсем ырă кăмăллăх акцисем ирттереççĕ. Билетсем сутса тунă укçана вĕсем «Пĕрле» фонда куçараççĕ. Хальхинче ырă кăмăллăх акцине К. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ йĕркелерĕ. Кунта «Инкеклĕ телей» спектакль кăтартрĕç. – Эпĕ – Аркадий Ильин. Аркаш тесе чĕнеççĕ мана ялта. Вăрçăра контузи илсе тăна çухатнă хыççăн тепĕр темиçе кунтан вăрансан эпĕ хам ята та аса илеймен те пулнă. «Инкеклĕ телей» спектакле чăваш писателĕ... Читать дальше...