Тăвайсен ĕçĕпе кăмăллă
Тăвай тăрăхĕнче экономика аталанса пырать, социаллă пурнăç лайăхланать. Çĕнĕ инвесторсем килеççĕ, ĕç вырăнĕсем уçăлаççĕ. «Йывăрлăхсемсĕр пулмасть, çапах та тăвайсен команди пĕлтĕр лайăх ĕçленĕ», – тесе палăртрĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Культура çуртĕнче тăвайсем хăнасене хăйсен пуянлăхĕпе, пултарулăхĕпе тĕлĕнтерме тăрăшрĕç. Шкулта вĕренекенсем, ача садне çӳрекенсем паттăрсене халалланă куравпа паллаштарчĕç. Вĕсем нумаях пулмасть Калуга тăрăхĕнче иртнĕ конференцие хутшăннă. Росстат пĕлтернĕ тăрăх,

Тăвай тăрăхĕнче экономика аталанса пырать, социаллă пурнăç лайăхланать. Çĕнĕ инвесторсем килеççĕ, ĕç вырăнĕсем уçăлаççĕ. «Йывăрлăхсемсĕр пулмасть, çапах та тăвайсен команди пĕлтĕр лайăх ĕçленĕ», – тесе палăртрĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Культура çуртĕнче тăвайсем хăнасене хăйсен пуянлăхĕпе, пултарулăхĕпе тĕлĕнтерме тăрăшрĕç. Шкулта вĕренекенсем, ача садне çӳрекенсем паттăрсене халалланă куравпа паллаштарчĕç. Вĕсем нумаях пулмасть Калуга тăрăхĕнче иртнĕ конференцие хутшăннă. Росстат пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ене пĕлтĕр 93 миллиард тенкĕлĕх инвестици хывнă. Тăвай енре те ку енĕпе çанă тавăрса ĕçлеççĕ. Муниципаллă округ хыснине укçа кĕрсен социаллă, хăтлăх кĕртессипе çыхăннă ыйтусене те татса пама май пур-çке. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçнисĕр пуçне техника туянма пулать. Ял хуçалăх тытăмĕнче тăрăшакансем иртнĕ çул 110 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ «тимĕр ут» туяннă. Тăвай тăрăхĕнче сĕтрен тĕрлĕ продукци туса кăларассипе Илларионов хуçалăхĕ 40 миллион тенкĕлĕх проект пурнăçлать. Ытти агропĕрлешӳсем, предприятисем те пĕр вырăнта тăмаççĕ. 2025-мĕш çулччен 478 миллион тенкĕлĕх 5 коммерциллĕ проект хута каймалла.

"Çитĕнӳсем пур, çапах та вырăнта лармастпăр", – теççĕ тăвайсем.

– Тăвай районĕ пирĕн лайăх ĕçлекен районсенчен пĕри. Çитменлĕхсене те палăртса хăвартăмăр. Ĕçлемелли енсем самай нумай-ха. Пирĕн тĕп тĕллев – татах та çĕнĕ технологисене усă курса çĕнĕ майлă хамăр ĕçе йĕркелесе çак ӳсĕмсене татах та пысăклатасси. Хыснара та укçа нумай пулĕ. Тĕрлĕ ыйтусене пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Кашни муниципалитетăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программи курăмлă ĕçлеме май панине палăртрĕç канашлура. Ял хуçалăх продукцине туса илекенсене патшалăх пулăшăвĕсемпе пур енлĕн тивĕçтерни те вĕсене малалла çĕнĕ проектсем пуçарма вăй-хăват парать. Хăйсен ĕçне уçакансен йышĕ те ӳссех пырать.

"Пĕчĕк тата вăтам бизнесра вăй хуракансен шалăвне ӳстерме тăрăшмалла", – терĕ республика Пуçлăхĕ тăвайсене, малашне те тухăçлă ĕçлеме сунса.