Чăваш Ен пулăшма яланах хатĕр
Украинари хирĕç-тăрусенче ним айăпсăр çынсем, мирле халăх, вăл шутра ачасем шар кураççĕ. Донецк Республикинчи Горловка хулинче пурăнакан, Донецк тата Луганск тăрăхĕсенчи хирĕç-тăрура аманнă икĕ ачана Шупашкарти ача-пăча реабилитаци центрĕ йышăннă. Кунта вĕсен кĕлеткине çеç мар, чун суранĕсене те сиплеме тăрăшаççĕ