Строительствора - цифра хатĕрĕсем
Цифра хатĕрĕсем пур тытăма та кĕрсе пыраççĕ. Строительствăра та вĕсене анлă усă курасшăн. Кун пирки строительство министрĕ Павел Данилов Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ канашлура пĕлтерчĕ.
2022-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тунă килĕшӳсенче объектсен виçĕ енлĕ ĕлки пулмалла. Патшалăх саккас çурчĕсене çĕкленĕ чухне тĕслĕх кирлех, унсăр килĕшӳ тумаççĕ. Информаци хатĕрĕпе строительствора ĕçлекен кашни пай усă курмалла – саккасчик, çурт çĕклекен, тĕрĕслев ирттерекен тата тимлекен. Цифра хатĕрĕсем ĕçе кĕртни проект тĕрĕсрех, йăнăшсемсĕр хатĕрлеме май памалла.
«Вĕсене усă курассине Раççей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă. Чăваш Ен ку тĕлĕшпе пур енлĕ ĕçлеме палăртать», – терĕ республика ертӳçи Олег Николаев. Иртнĕ çулта строительство тытăмне цифра хатĕрĕсем кĕртме 31 миллион тенкĕ ытла тăкакланă. Нухратпа строительство хатĕрсен платформине ĕçлеттерсе янă, строительство ĕç-хĕлĕн патшалăх тытăмне çĕнетнĕ тата ытти те. Палăртмалла, Чăваш Республики пилотлă 20 регион йышне кĕрет. Вĕсенче объектсен наци системине йĕркелеççĕ. Унăн кăтартăвĕсем регионăн наци рейтингне те витĕм кӳреççĕ.