Тĕрлĕ енлĕ пулăшу
Сусăрсем валли ĕç вырăнĕ сыхласа хăварас тĕллевпе республикăри пĕрлешӳсене субсиди парса хавхалантараççĕ. Кăçал та предприятисем çак çăмăллăхпа усă кураяççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче шăпах кама мĕн чухлĕ укçа куçассине палăртрĕç. Пухăннисем 30 ыйту пăхса тухрĕç.
Вăй хуракансенчен 50 процентран кая мар ĕçлекен – сусăрсем. Чăваш Енре çакăн евĕр 4 пĕрлешӳ шута илнĕ: «Темп», «Ритм», Катрин», «Энергия». Вĕсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Субсидие 53 сусăр ĕçченшĕн параççĕ. Пĕр хевтесĕр çыншăн 37 000 тенкĕ ытла тухать. Ларури тепĕр ыйту та сусăрсемпе çыхăннă. Чăваш Республикин хысни пирки калакан саккуна çĕнетнипе «Юрăхлă хутлăх» патшалăх программине те улшăнусем кĕртмелле. Сусăрсем валли ĕç вырăнĕ сыхласа хăварас тесе хыснара пĕлтĕрхинчен ытларах укçа пăхса хăвармалла. Çак тĕллевпе 2023-мĕш çултан пуçласа 2025-мĕшĕччен çулсерен хыснара 200 пин тенкĕ укçа палăртĕç. Çакăн пирки калакан проекта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ырларĕç. 2021-мĕш çулта Чăваш Енре сакăр е ытларах ачаллă çемьесене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтернĕ. Пĕлтĕр 7 е ытларах ачаллă 30 çемье хваттерлĕ е çуртлă пулчĕç. Çак ыйтупа кăçал та ĕçлеççĕ. Ларура ултă е ытларах çул çитмен ачаллисене пурăнмалли кĕтес туянма пĕр хутчен укçа памаллин йĕрки çинчен калаçрĕç. Хыснара çак тĕллевпе 333 миллион тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Ку 58 çемьене сертификатлă пулма май парать.