Професси ăсталăхĕн ăмăртăвĕ иртет
Республикăра професси ăсталăхне кăтартакансен чемпионачĕ пуçланчĕ. Кăçал вăл 71 компентеницпе иртет. Унта Чăваш Енри 439 çамрăк хутшăнать. Вĕсен ăсталăхĕпе ĕç хăнăхĕвне 595 эксперт хак парĕ.
Чемпионата тĕрлĕ ĕç специальноçĕн сумне ӳстерес тĕллевпе йĕркеленĕ. Унта студентсемпе пĕр танах шкул сукмакне такăрлатакансем те хутшăнаççĕ. Вĕсем 19 ăмăрту лапамĕнче ĕç хăнăхăвĕсене кăтартаççĕ, хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн уçса пама тăрăшаççĕ.
ЮЛИЯ ЧЕРМАКОВА: «Çак конкурсра эпир хамăр мĕне пĕлнине кăтартатпăр, мĕскер тума пултаратпăр, çавсене кăтартма пултаратпăр. Тăрăшатпăр çĕнтерме, паллах, анчах, мĕнле пулать ĕнтĕ».
Ăмăрту пулас кондитерсене, выльăх тухтăрĕсене, дизайнерсене тата ытти ĕçпе кăсăкланакан 500-е яхăн çамрăка пĕрлештерет. Вĕсенче Чăваш Ен çеç мар, Раççей пуласлăхĕн аталанăвĕ те. Паха кадрсене çитĕнтересси шăпах çакнашкал ăмăртусенчен пуçланнине регион ертӳçи те палăртрĕ.
– Паянхи кун куратпăр ĕнтĕ, тĕрлĕ енлĕ производствăсем, тĕрлĕ енлĕ аталану енĕсем пирĕн пурнăçра пулса пыраççĕ. Çак аталанусене, паллах, паянхи кунхи технологисемпе, техникăпа ĕçлеме пĕлекен специалистсем кирлĕ, çакăн пек ăмăртура паллах ĕнтĕ пирĕн ачасем хайсен пултарулăхне чăн малтанах кăтартса параяççĕ, ыттисене пăхса тĕрлĕ енлĕ, тен, вăрттăнлăхĕсене те хăйсене валли илме пултараççĕ. Чемпионатра çамрăксем ăмăртнипе пĕр танах профориентаци ĕçне те хутшăнаççĕ. Тупăшăвăн регионти тапхăрĕнче мала тухнисем Чăваш Ен чысне Питĕр хулинче хӳтĕлеме тивĕçлĕ пулĕç. Вăл чӳк уйăхĕнче иртĕ.