Салтака хыпар
Салтака хыпар. Раççейри хӳтĕлев министерстви ятарлă çар оперцине хутшăнакансем патне çырусемпе посылкăсем яма май туса панă.
Çар çынни патне çитерес текен япаласене «Раççей почтин» çывăхри уйрăмне пырса «Мускав-400» адреспа ямалла. Унтах çар чаçĕн номерне палăртмалла. Çар чаçĕн адресне пĕлес тесен вырăнти çар комиссариатне пымалла е çар çыннинчен ыйтса пĕлмелле. Çар операцине хутшăнакансем те çак çăмăллăхпа усă курса тăванĕсем, çывăх çыннисем патне çырусем ăсатма пултараççĕ.