Шкултан - профессипе
Çĕвĕç, повар, тракторист, вожатăй, чертеж конструкторĕ тата ытти те. Асăннă профессисене шкултах алла илме пулать. Çакна пурнăçлама «Вĕренӳпе практика класĕсем-21» проект пулăшать. Кăçалтанпа профессисен шучĕ татах та ӳсет. Вĕренекенсем малашне санитар тата кĕçĕн медсестра пулма пултараççĕ.
Чăваш Енре медицина енĕпе 16 вĕренӳпе практика класĕсем йĕркеленĕ. Вĕсене Шупашкарти 31-мĕш шкулта тата 3-мĕш лицейре уçнă. Медицина класĕсем травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне çитсе курчĕç. Шкул ачисем унта тĕрлĕ ăсталăх лаççинче хутшăнчĕç, сывлăх çурчĕпе паллашрĕç. Проекта ĕçе кĕртни вĕренекенсене пулас профессине тĕплĕнрех суйлама, аслă шкула аванрах хатĕрленме пулăшать.
«Илнĕ пĕлĕве ĕçре усă курни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ку проекта эпир аталантарсах пырăпăр. Çитĕнсен кам пулассине шкул саккинченех хатĕрленни паха специалист пулма май парать», – палăртрĕ Чăваш Ен вĕренӳ министрĕ Дмитрий Захаров. «Вĕренӳпе практика класĕсем-21» проект республикăра çулталăка яхăн пурнăçланать. Унпа килĕшӳллĕн пĕлӳ çурчĕсем, техникумсемпе колледжсем, аслă шкулсем, предприятисем тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Ку вĕренекенсене пĕлĕве ӳстерме те, пĕрремĕш профессие алла илме те май парать. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи шкул ачисем ял хуçалăх техникине юсама пĕлекен слесарь пулма вĕренеççĕ. Çĕнĕ Шупашкар хулинче пĕлӳ илекенсем «хими анализĕн лаборанчĕ» профессине алла илееççĕ.