Пулăшу пурне те кирлĕ
Тулли мар мобилизацие лекнĕ арçынсен çемйисене Чăваш Республикинче тĕрлĕ енлĕ тĕревпе тивĕçтереççĕ. Вăл шутра психологи пулăшăвĕпе те. Ку ĕçе Шупашкарти ача сачĕсенче те йĕркеленĕ.
Алла Петровнăн мăшăрĕ тулли мар мобилизацие çакланнă. Çамрăк арăмшăн ку кĕтменлĕх пулнă. Иккĕн савăнса пурăнмалла чухне Алла Петровна пĕчченех кун кунлать. Малтанах йывăрлăхсене пĕчченех парăнтарассинче иккеленмен вăл. Анчах та шалти кăмăл-туйăм халĕ те тӳрленмен.
АНЖЕЛИКА ФЕДОРОВА: «Пирĕн ача садĕнче çар службине мобилизаци йĕркипе чĕнсе илнĕ граждансен çемйисене пулăшу парас ĕç пырать.Чи малтанах колл-центр уçрăмăр. Ку колл-центрта ашшĕ-амăшĕсем хайсене кăсăкланатаракан ыйтусем çине хуравсем тупма пултараççĕ. Çавăн пекех педагогикăпа психологи пулашăвĕ ĕçлет пирĕн садикре. Амăшĕсемпе консультацисем иртеççĕ. Ачасемпе аталану сеансĕсем ирттеретпĕр».
Хăйăрпа ĕçлени шăпăрлансене аталанма, пӳрнесене вылятма пулăшмалла. Ачасемпе мĕнле вылямалла? Хăйăра вăйăра тата мĕнле усă курма май пур? Усăллă канашсене воспитательсем онлайн мелĕпе каласа параççĕ. Ача садĕнче тĕрлĕ акци пурнăçланать. Вĕсенчен пĕри «Эпир тăнăçлăхшăн» акци. Сталинград хули çывăхĕнче Хĕрлĕ Çар контрнаступлени ирттернĕренпе кăçал 80 çул çитрĕ. Тапăнакан тăшманпа хирĕç тăрса çапăçни историне «Уран» операципе кĕрсе юлнă. Шăпах кун пирки Афганистанра тата Чечняра пулнă Сергей Быков гварди сержанчĕ каласа кăтартрĕ.
СЕРГЕЙ БЫКОВ: «Ачисене питĕ интереслĕ. Плащ-палатка тăхăнтартнă чухне вара черет тăрса пурте тăхăнасшăн пулчĕç. Пурне те тăхăнтартрăм. Вăл вĕсене юлать чуна малалла та. Салтаксене вăрманта, таçта ту хушшине çӳренĕ чухне нимĕн те çук чухне сухпаекпа мĕнле усă курмаллине, мĕн пуррине кăтартрăм».
Садикре «Салтака чăлха çыхса пар» акци те пырать. 30 мăшăр чăлха çыхнă та ĕнтĕ. «Сивĕ çанталăкра урасем ăшăра пулни – питĕ пĕлтерĕшлĕ», – палăртаççĕ акцие хутшăнакансем.