5 çулта 247 пĕлӳ çуртне юсама палăртаççĕ
Республикăра 2025-мĕш çулччен 247 пĕлӳ çуртне тĕпрен юсама палăртаççĕ. Ĕçсене пурнăçлама федераци шайĕнче пурнăçланакан «Шкулти вĕренӳ тытăмне çĕнетесси» программа май парать. Вĕренӳ организацийĕсене юсаса хăтлăх кĕртесси çинчен тĕплĕнерех эрнесерен иртекен республика ларăвĕнче сӳтсе яврĕç.
Федераци программипе килĕшӳллĕн, 2024-мĕш çулта тĕплĕ юсав ĕçĕсем 72 шкулта иртмелле, 2025-мĕшĕнче вара 69 пĕлӳ çуртĕнче. Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, строительствăри экспертизăпа хаксене йĕркелекен центр хальхи вăхăтра 119 вĕренӳ организацирен документсем йышăнса экспертиза тухни çинчен çирĕплетнĕ. Сĕнтĕрвăрри, Комсомольски, Елчĕк районĕсенчи 9 шкул кирлĕ документсене парса çитереймен-ха. Çак ĕçе ку эрнере вĕçлеме палăртаççĕ. Регион ертӳçи Олег Николаев яваплăрах пулма, палăртнине вăхăтра пурнăçлама хушрĕ