Кăшăллă вирус ӳсет
Кăшăллă вируспа чирлекенсен шучĕ кунсерен ӳсет. Раççейре иртнĕ талăкра 17 000 яхăн çын аптранă, 45 çын вилнĕ. Чăваш Енре те чирлекенсен йышĕ кунсерен ӳсет.
Республикăра 81 çынăнне кăшăллă вирус тупса палăртнă, 88 çын сывалнă. 1 çын пурнăçне çăлса хăварайман. Çак чиртен сыхланмалли чи шанчăклă мел – вакцинаци. Республикăра çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 14-мĕшĕччен вакцинаци тăвакан мобильлĕ тата стационарлă пунктсем ĕçлĕç. Сыватмăшсен ĕс йĕркипе Чăваш Енри сывлăх сыхлав министерствин сайтĕнче е хăвăр çирĕпленнĕ больницăна шăнкăравласа паллашма пултаратăр