Республика тӳрĕмĕнчи скверта юсав ĕçĕсем пыраççĕ
Республикăра халăх йышлă пухăнакан, канакан вырăнсене çĕнетсе хăтлăлатас енĕпе тимлеççĕ. Çулсеренех юсаса çĕнĕ сăн кĕртмелли объектсене Интернет-сасăлавра палăртаççĕ. Кăçал хăтлăх кĕртмелли лапамсен шутĕнче – Республика тӳрĕмĕнчи сквер. Унти лапам мĕнлерех пулĕ тата тĕп хула çыннисемпе хăнисем çутçанталăк илемĕпе киленсе çĕнĕ вырăнта хăçан канма пултарĕç? Çак тата ытти ыйту хуравне пĕлес тĕллевпе Юлия Адюкова та вырăна çитсе килчĕ. Республика тӳремĕнче вырнаçнă скверти пĕрремĕш йывăçсене иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчех лартнă. Çак вырăнта хула администрацийĕнче, Правительство çуртĕнче тăрăшакансем те, çывăхри университетсенче вĕренекенсем те канма юратнă. Вăхăт улшăнать, çавăнпа та XXI-мĕш ĕмĕрте сквера çĕнетсе юсама тĕллев лартнă. ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Хитре тротуарсем, ларса канмалли вырăнсем пулаççĕ, кайран ĕнтĕ хитре кустарниксем кунта лартăнаççĕ. Эпир халь йывăççисене те хăварма тăрăшнă, нумай йывăçне, мĕнле пулнă – çавăпекрех. Хитре парк пулать. Çакăнта ĕçлекенсем, хула çыннисем те, хăнасем те килсе канма пултараççĕ». Проектпа килĕшӳллĕн скверта çĕнĕ çутă хунарĕсемпе саксем, видеосăнав хатĕрĕсем вырнаçтармалла, тĕмсемпе чечексем лартмалла, тротуар сармалла. Пĕтĕмĕшле çак ĕçсене пурнăçлама 37 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Анчах, пăтăрмахсем те çук мар. Подрячик палăртнă тăрăх, малтанхи проектра йăнăшсем пулнă, çавăнпа та вĕсене тӳрлетсе улăштарнă хыççăн халĕ экспертиза тухасса кĕтеççĕ. ВЛАДИМИР ИЛЬИН: «Проектпа сметăсăр пуçне ытти йывăрлăх пулман. Проекта çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ хыççăн, экспертизăран тухсассăн пирĕн парка пурнăçа кĕртме пулать. Çулĕсем кунта кивĕ кăна пулнă. Саксем çĕрсе кайнă ĕнтĕ вĕсем, ĕлĕкхи саксемех ларнă». Сквера юсаса-çĕнетес ĕçе палăртнă вăхăтран каярах вĕçлĕç. Авăн уйăхĕн иккĕмĕш çурринче хăтлă лапам канакансене йышăнма хатĕр пулмалла. Хула çыннисем ăна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. ТАТЬЯНА ГАВРИЛОВА: «Пăхса пыратăп. Халь ялта пурăнатăп. Кунта ĕлĕк саксем пурччĕ, жасминсем ӳсетчĕç, питĕ илемлĕ вырăнччĕ тетĕп, халь çакăн пек-ши тесе пăхатăп. Курмарăм, асăрхамарăм. Питĕ савăнмалли япала, лайăх хыпар пĕлтертĕр реконструкци пыни çинчен». ВАЛЕНТИНА СТОЛЯРОВА: «Хула халăхĕ валли пĕтĕмпех питĕ кирлĕ. Эпир кунта уçăлма юрататпăр, уçă сывлăшпа сывлама, хĕвел çинче ларма, сак çинче ларма юрататпăр, апат вăхăтĕнче уçăлма тухатпăр».