Пилĕк ĕç кунĕнче çĕнĕ паспорт
Пилĕк ĕç кунĕнче çĕнĕ паспорт туса параççĕ. Улшăнусем утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. АНАСТАСИЯ ЕГОРОВА: «Халĕ çĕнĕ паспорта пилĕк ĕç кунĕнче хатĕрлеççĕ. Ăçта пурăнсан та, ăçта пулсан та, мĕншĕн улăштарсан та – ку вăхăта тăсма пултараймасть. Паспорта кирек мĕнле сăлтавпа улăштарсан та пилĕк ĕç кунĕнче документ хатĕр пулмалла. Нумай енлĕ пулăшу паракан центр тата социаллă пулăшупа тивĕçтерекен ĕçченсен паспорт хатĕрлемелли хутсене илсен Шалти ĕçсен министерствин территори органĕсене виçĕ кунта мар, пĕр кунта çитермелле».