Ял хуçалăха аталантармалла
Чăваш Енре агропромышленность тытăмĕ аталанса пырать. Ялти пурнăç та хăтлăхпа хуларинчен нимпе те кая юлмасть. Тĕрлĕ программа пулăшнипе çĕнĕ çулсем тăваççĕ, выльăх-чĕрлĕх фермисем, пахча çимĕç, çырла ӳстерекен теплицăсем уçăлаççĕ, производствăсем ĕçлеме пуçлаççĕ. «Çамрăксем те юлашки çулсенче хуларан яла таврăнни сисĕнет», – тет республикăри ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Çамрăксемпе, аслă ăрури çынсемпе тĕл пулса иртнĕ çулхи кăтартусене пĕтĕмлетесси, малашнехи тĕллевсене палăртасси вĕсемшĕн йăлана кĕнĕ пулăм. Чăваш Енри агропромышленнăç тытăмне пĕлтĕр 4 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă пулнă. Укçан пысăк пайне ӳсен-тăран туса илекенсене, выльăх-чĕрлĕх тытакан хуçалăхсене уйăрнă. «Ял хуçалăхне аталантарас», тепри «Ял тăрăхне комплекслă аталантармалли» программăсем туллин пурнăçланнă. Паллах, çак кăтартусем ял хуçалăх министерстви Общество канашĕпе, агропромышленнăçри аслă ăру çыннисемпе, хастар çамрăксемпе тухăçлă ĕçленипе çыхăннă. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Хăçан пурте пĕрле шутлатпăр. Кашни хăйсен урлă ирттерет, халăхпа тĕл пулса калаçаççĕ. Депутатсем те, советниксем те, ыттисем те. Сӳтсе яватпăр, патшалăх мĕнле пулăшу парассине те. Ун хыççăн кăна вара çĕнĕ программăсем çырса çĕнĕ йышши пулăшусене шутласа ĕçе кĕртетпĕр». Пĕлтĕр çанталăк типĕ пулнипе чăваш çĕр ĕçченне çăмăл пулмарĕ. Çавăнпа та производство калăпăшĕ самай чакнă. Çапах та аграрисем пуç усмаççĕ. Палăртнă çул-йĕрпе малалла аталанаççĕ, тĕрлĕ программăпа усă курса вăй илме тăрăшаççĕ. Патшалăх вĕсене 50 ытла тĕрлĕ программăпа аталантарма, грантпа укçа уйăрма хатĕр. Кăçал та вĕсене упраса хăварасшăн. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Кăçалхи çултан эпир килти хуçалăхра ЛПХра, çĕр улми ӳстерсен, аш-какай çитĕнтерсен, сĕт качака та кĕрет унта, сурăх какайĕ те. Çак тăкакланă хутсене пуçтармалла. Кайран патшалăх ставкăсем тăвать. Самозанятый пек регистраци тумалла». Регионта пысăк инвестици проекчĕсем те нумайланнă. Ют çĕршывсемпе суту-илӳ тăвасси те кал-кал пырать. Уйрăмах чăваш чейне юратаççĕ иккен пирĕн инçетри кӳршĕсем. ОЛЕСЯ АФАНАСЬЕВА: «2021-мĕш çулта юпа уйăхĕнче пĕтĕм кăтартусене пурнăçа кĕртнĕ. Агроэкспорт калăпăшĕ 44 миллион долларпа танлашнă. Ют çĕршывсемпе суту-илӳ тăвас ĕç аталанать. Чĕр тавара пуçтарса тирпейлес ĕç кал-кал пырать. Хăмла – чăвашсен «симĕс ылтăнĕ». Ку енĕпе тухăçлă ĕçлеме малашне патшалăх пулăшма хатĕр пулни питĕ савăнтарать». Ял тăрăхĕнче пурăнакансем те пĕр вырăнта лармаççĕ. Халăх пуçарăвĕпе пурнăçланакан проектсем пĕлтĕр 916 таран çитнĕ. Кăçал та вĕсене пур енлĕн пулăшма тĕллев лартнă. ВАЛЕРИЙ СЕРИН: «Çулсем те туса парать. Газ та тума пулăшать. Çавна пула ял халăхĕ малалла аталантарма пултарать. Çĕнĕ япаласенчен ялта çырла пăхса ӳстерме нумай май параççĕ ял халăх çыннине». Регина Кубайкина, Георгий Кривошеин