Укçа куçарма ирĕк çук
Кăçалтан кредит парăмне татмалли йĕркере çĕнĕлĕхсем пур. Çакăнпа тĕплĕнрех «Гарант» компани паллаштарать. Улшăну кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ. Малашне банксем кредитăн парăм укçине татма укçа куçарнă чухне социаллă тӳлевсене тĕкĕнеймеççĕ. Çавăн пекех кивçен нухрата пĕтерме ача кĕтекен хĕрарăмсене, сахал тупăшлă çемьесене уйăракан укçана та илме юрамасть. Кунтах ачаллă çемьесене Раççей Президенчĕн тата Правительствăн йышăнăвĕсемпе паракан укçа та кĕрет. АНАСТАСИЯ ЕГОРОВА: «Кунта сăмах ĕç тăвакан производство шайĕнче е кредита автоматлă тӳлесе татни пирки пырать. Çĕнĕ саккунпа гражданин банкран е микрофинанс пĕрлешĕвĕнчен 2021-мĕш çулти карлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2022-мĕш çулти çу уйăхĕччен куçарса илнĕ социаллă тӳлеве каялла тавăрса пама ыйтма пултарать». Укçана каялла тавăрса пама ыйтса заявлени çырсан кредит пĕрлешĕвĕн кĕмĕле 7 кунра парса татмалла. Паллах, парăм тавăрса илнĕ сумма чухлĕ каяллах ӳсет