Хастаррисен шутĕнче
Саранск хулинче çак кунсенче «Атăлçири пултаруллă çемье» конкурс-фестиваль иртрĕ. Кăçал унта 14 регионтан чи маттур та туслă çемьесем хутшăнчĕç. Элĕк районĕнчи Александровсем «Ĕç династийĕ» номинацире палăрнă. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тăхăр ача çитĕнтерекен ĕçчен те туслă кил-йышпа паллашрĕ.