Ертӳçĕсем хатĕрлеççĕ
Чĕрĕк ĕмĕр ертӳçĕсене хатĕрлеççĕ. Ку вăхăтра пин ытла çын пĕлӳ илнĕ. Вĕсенчен 200 ытла специалист ют çĕршывсенче стажировка тухнă. Сăмах ертӳçĕсене хатĕрлес президент программи пирки пырать. Ăна пуçарнăранпа кăçал 25 çул çитрĕ. Президент программине пурнăçлассинче Чăваш Республики хастар хутшăнать. Чĕрĕк ĕмĕр ăна Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ирттереççĕ. Кадрсене çичĕ уйăх вĕрентеççĕ. Илнĕ пĕлӳ аталанма пулăшмалла, çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕртме ăс памалла. Программăна хутшăнма 50 çулта
<p>Чĕрĕк ĕмĕр ертӳçĕсене хатĕрлеççĕ. Ку вăхăтра пин ытла çын пĕлӳ илнĕ. Вĕсенчен 200 ытла специалист ют çĕршывсенче стажировка тухнă. Сăмах ертӳçĕсене хатĕрлес президент программи пирки пырать. Ăна пуçарнăранпа кăçал 25 çул çитрĕ.</p>
<p>Президент программине пурнăçлассинче Чăваш Республики хастар хутшăнать. Чĕрĕк ĕмĕр ăна Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ирттереççĕ. Кадрсене çичĕ уйăх вĕрентеççĕ. Илнĕ пĕлӳ аталанма пулăшмалла, çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕртме ăс памалла. Программăна хутшăнма 50 çултан кĕçĕнрех пулмалла, аслă пĕлӳллĕ, ертӳçĕре сахалтан та икĕ çул ĕçлемелле. Вĕренĕвĕ ăнăçлă вĕçленисене ют çĕршывсене стажировка яраççĕ. Ку çĕнĕ ĕçлĕ хутшăнусем йĕркелеме, инвесторсене явăçтарма, ертӳлĕх мелĕсене витĕмлĕрех тума пулăшмалла. Президент программине тухнисен йышĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Республикин строительство министрĕ Павел Данилов тата ыттисем те.</p>
<p> </p>