Çĕнтерÿ урокĕ
Пěтěм тěнче шайěнчи «Çěнтерӳ урокěсем» конкурса Чǎваш Енрен 62 вěрентекен хутшǎннǎ. Хǎйсен ěçěсенче вěсем çамрǎк ǎрǎва Аслǎ вǎрçǎ тата Аслǎ Çěнтерӳ çинчен тěплěн каласа параççě. Йěпреç районěнчи Буинск шкулĕнчи Надежда Сарри вěрентекенěн социаллǎ проекчě - лайǎххисен шутěнче. Шкул ачисемпе пěрле паттǎрлăх урокне пирěн пултарулǎх ушкǎнě хутшǎнчě.